Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анатри Явӑш

Ял кунӗнче
Ял кунӗнче

Шӑматкун, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Анатри Явӑшра уяв иртрӗ — Ял кунне палӑртрӗҫ.

Анатри Явӑш ялне XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ, куҫса килекенсем Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ. Вӗсем тӗп ялтан тухса Хурашаш шывӗ хӗрринче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ пулнӑ.

Уява салам сӑмахӗсемсӗр иртмерӗ — пӗрисене нумай ача пӑхса ӳстернӗшӗн, теприсене хуҫалӑха лайӑх тытса пынишӗн, виҫҫӗмӗшӗсене 50 ҫул ытла пӗрле мӑшӑрланса пурӑннӑшӑн. Вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсене те манмарӗҫ — вӗсем те ял тӑрӑх администрацийӗнчен чаплӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртусем те пулчӗҫ — ачасем асфальт ҫинче пурапа ӳкерчӗҫ, ҫӳҫ-пуҫ илемӗпе тупӑшрӗҫ (мала 3 хӗрача тухрӗ: Беловсен Аннӑпа Настя тата Алина Васильева).

Юрӑ-ташӑсӑр уяв, паллах, иртмерӗ — Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Вылӑ» фольклор ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ушкӑн, Элӗк районӗнчи хӑнасем пулчӗҫ.

Малалла...

 

Уявра
Уявра

Утӑн 31-мӗшӗнче, шӑматкун, Етӗрне районне кӗрекен Анатри Явӑшра ял уявӗ иртрӗ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ пулин те халӑх нумай пухӑнчӗ.

Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ пуҫлӑхсем саламларӗҫ — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ Александр Краснов, район администрацийӗн ертӳҫи Сергей Бандурин, Чӑваш Республикин Экономаталану министерствин провӑпа кадр политикин начальникӗ Александр Рыбаков, Шупашкар хула администрацийӗн представителӗ Галина Никифорова, Етӗрне тӗп пулницин аслӑ тухтӑрӗ Владимир Кузьмин. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн (Анатри Явӑш унта кӗрет) пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева та айӑккинче тӑмарӗ — пухӑннӑ ҫынсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе пысӑк салам сӑмахӗ каларӗ.

Ял уявӗнче савӑнмалли пайтахччӗ. Ачасем «Асфальт ҫинчи ӳкерчӗк», «Чи капӑр ҫӳҫ» конкурсенче ӑмӑртрӗҫ. Виҫӗ хӗрачан, Анукпа Наҫтук Беловсен тата Алина Васильевӑн ҫӳҫӗ чи капӑр пулнине палӑртрӗҫ.

Юрӑ-ташӑпа явӑшсене «Вылӑ» ушкӑн (вӑл Ман Явӑшри клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ), «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Тури Ачак шкул вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть